Кӑҫал «Чунҫӳревҫӗсем» ҫирӗм улттӑмӗш хут ҫула тухнӑ. Вӗсем унтан утӑн 16-мӗшӗнче ирхине таврӑннӑ. Малтан вӗсем Чӗмпӗре ҫитсе Ӗренпур тӑрӑхӗнчи Курак районӗнчи Ҫирӗклӗ Тук чӑваш ялне тухнӑ. Унтан Самар кукрине тухса кайнӑ, Ҫӑлкуҫ ялне ҫитнӗ. Самар кукринче вӗсем хулашсене кӗрсе тухнӑ. Муром хулашӗ Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта вӗсем Азербайджана илсе кайма тӑпра илнӗ. Утӑн 7-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсем Волгоградра пулнӑ. Тепӗр кунхине Дагестана ҫитнӗ. Унта чунҫӳревҫӗсене кумыксем тата нухайсем кӗтсе илнӗ. Унта палаткӑсем лартса икӗ кун каннӑ.
Утӑн 9-мӗшӗнче Азербайджана ҫут тытнӑ май вӗсем Байнука, Улӑпи ялне кӗрсе тухнӑ. Вӗсем 2013 ҫулта лартнӑ юпа тӗлне ҫитсе курнӑ. Кайран Дербентра пулнӑ. Бакура вӗсене Элшат Абдуллаев кӗтсе илнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн тӗп координаторӗ. Хӑнасем валли ятарласа така пуснӑ, экскурси ирттернӗ. Вӗсен таврапӗлӳ музейӗ пуян. Вӗсен тӗррисем чӑвашсенни пекех-мӗн. «Пирӗн Шупашкар хули хӑй вӑхӑтӗнче Вӑта Сӑвар пулнӑ», — тенӗ хыҫҫӑн вӗсем тӗлӗннӗ. «Вара мӗнле апла? Эпир пӗлмен те», — тенӗ вӗсем.
Пӳлесӑвар маларах тата та чикӗ ҫумнерех вырнаҫнӑ пулнӑ, Иран чиккинче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |